Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
 порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Ене Узбекистанпа Португалирен 1,7 миллион штук чӑх ҫӑмарти кӳрсе килнӗ.

Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче пирӗн ҫӗршывра чӑх ҫӑмартин хакӗ кӗтмен ҫӗртмен ӳссе кайнӑччӗ. Ҫынсем кун пирки Владимир Путин Президента та пӗлтернӗччӗ. Сивӗ чухне чӑх ҫӑмарта тӑвасшӑнах маррине ял ҫыннисем аван пӗлеҫҫӗ. Ҫавна май кайӑк-кӗшӗк фабрикисем лавккасене хӑйсен ҫав продукцине хаклӑрахпа ӑсатма тытӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑна ют ҫӗршыври ҫӑмартана кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе 6 парти.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкарта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ лапамра иртӗ: «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи фермерсен суту-илӳ речӗсенче.

Ярмӑрккӑра республикӑри производительсем тата Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Пахча ҫимӗҫ, пулӑ, аш-какай, сӗт юр-варӗ, вӑрлӑх… - темӗн те туянма май пулӗ унта. Суту-илӳ вырӑнне йышӑннӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Ҫавна май продукци йӳнӗрех пулӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пӗлтӗр республикӑра ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелӗҫ. Хальхинче фестивале икӗ лапамра ирттерӗҫ.

Пӗлтӗр ҫырла фестивалӗ Хыркассинче «Ивушка» питомникре пулнӑ. Кӑҫал та унтах иртӗ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарти Машиностроительсен проспектӗнче «ЦветыТорг» базинче (1-мӗш ҫуртӑн 6-мӗш корпусӗ) тепӗр лапам пулӗ.

Фестиваль икӗ кун иртӗ. Пӗрремӗш кунхине, утӑн 20-мӗшӗнче, Шупашкарта ҫырла кӑна мар, ытти тӗмӗ хунавӗсене те сутӗҫ. Чӑваш фермерӗсем те хӑйсен продукцийӗсемпе паллаштарӗҫ. Утӑн 21-мӗшӗнче профессионалсем питомнике кайӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта иртекен «Ҫӗрулми» курава нумай ҫын килсе курнӑ, ҫӗрулми нумай туяннӑ. Пӗрремӗш кунхине кӑна 30 тонна ҫӗрулми сутӑннӑ. Пӗлтӗр халӑх куравра 45-50 тонна ҫӗрулми туяннӑ.

Ҫын нумай килнине кура ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов ака уйӑхӗнче каллех курав йӗркелессине пӗлтернӗ. Тепӗр ҫулхине вара курава тӳрех темиҫе вырӑнта йӗркелесшӗн.

«Курав уҫӑлчӗ кӑна-ха, черетсем вара ӳсеҫҫӗ те ӳсеҫҫӗ. Кун пеккине тахҫанах курман. Сутассине, паллах, кӑштах лайӑхрах йӗркелемелле», - тенӗ Сергей Артамонов министр.

 

Ял хуҫалӑхӗ
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн
sovch.chuvashia.com сайтри сӑн

Ӗнер Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми» курав уҫӑлнӑ. Вӑл паян та ӗҫлӗ.

Пӗрремӗш кунхинех халӑх унта нумай пынӑ. Ӗнер 35 тонна ҫӗрулми сутнӑ. «Шел те, хальлӗхе республикӑра курав валли лайӑх лапам ҫук. Элтепер ӑна тупма тата йӗркелесе яма хушнӑ ӗнтӗ», - палӑртнӑ ял министрӗ Сергей Артамонов.

Курава кӑҫал 20 регионти предприятисем хутшӑнаҫҫӗ. Унта ӑсталӑх класӗсем те иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулмирен пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫе тутанса курма май пур.

 

Ял хуҫалӑхӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
agro.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра чӑваш продукцине сутакан пӗрремӗш агромаркет уҫма палӑртнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Нумаях пулмасть ҫак ыйтупа Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу иртнӗ.

Проекта «Каскад» суту-илӳ центрӗн нуль хутӗнче уҫма палӑртнӑ. Ӑна кӑҫалхи ҫулӑн иккӗмӗш кварталӗнче чӑн-чӑн агромаркета ҫавӑрасшӑн.

«Пехет» агромаркетра обществӑлла апатлану точкисем тӑваттӑ пулӗҫ, 8 павильон, 76 фермер вырӑнӗ ӗҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ тапхӑрта туса илекен продукцие сутма вырӑн пӑхса хӑварӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал «Ҫӗрулми» курав нарӑсӑн 29-мӗшӗнче, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртессине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗнче пулӗ, унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутӗҫ.

Кӑҫал курава ҫӗрулмин 18 сортне илсе килӗҫ: «Аван», «Бельмондо», «Бернина», «Верди», «Гала», «Гулливер», «Жуковский ранний», «Ирбитский», «Кармен», «Коломбо», «Королева Анна», «Легенда», «Метеор», «Ред Леди», «Ривьера», «Родриго», «Самбо», «Фламинго».

Ытти ҫулти пекех, ватӑсене, сусӑрсене тавара киле илсе ҫитерме нимеҫӗсем пулӑшӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ

Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах.

Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ.

2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ.

2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк

Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник.

Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 97
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.09.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 21

1883
142
Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ ҫуралнӑ.
1912
113
Моис Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1929
96
Ванеркке Николай Иванович, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи вилнӗ.
1941
84
Бахмисов Алексей Иванович, график, прикладник ҫуралнӑ.
1977
48
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2014
11
Микиш Павӑлӗ, чӑваш журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй